Фестиваль

Фестиваль

Чĕлхе фестивалĕ (эспер. Lingva Festivalo, выр. Фестиваль языков) – вĕрентÿ проекчĕ. Ăна Российĕри хăш-пĕр хулара тата ют çĕр-шывра эсперантистсен вăйăпе ирттереççĕ. Фестиваль тĕшши – тĕрлĕ чĕлхепе паллаштарасси. Пайăр презентаци 30 – 40 минута пырать. Ун вăхăтăнче эсир хăвăр суйласа илнĕ чĕлхе мĕнле янранине итлесе пăхма, çав чĕлхепе пăртак калаçма, урăх халăх культурин паллăрах енĕпе паллашма пултаратăр.

Тĕрлĕ чĕлхе презентацине пĕр харăс ирттереççĕ, çавна май сирĕн умăра кăткăс ыйту тухса тăрать – хăшне суйласа илмелле? Ку ыйтăва хуравлас тесен чи малтан вĕрентÿçÿсемпе паллашмалла. Вĕсем тĕп программăна уçнă чухне – шăмат кун – сцена çине тухса хăйсемпе паллаштарăç, презентацилекен чĕлхепе калаçса кăтартăç. Сцена çинчи Вавилон!

Пуçламăш тапхăр

Чĕлхе фестивальне ирттерес шухăша пуçласа Дэннис Киф (Dennis Keef) Америка эсперантисчĕ каланă. Кун йышши фестивале пĕрремĕш хут 1995-мĕш çулта Францире Тур хулинче ирттернĕ те фестиваль çинчен тĕнчипех саланакан «Контакто» эсперанто журналĕнче отчет пичетленĕ. Тепĕр çулхинех вара, 1996-мĕш çулта, чĕлхе фестивальне Шупашкарта ирттерме пуçланă.

Паян чĕлхе фестивальне Шупашкарта кăна мар, ытти хулара та йĕркелеççĕ: Мускавра, Санкт-Петербургра, Волгоградра, Одессăра, Чĕмпĕрте т. ыт. çĕрте те. Мускавра кун йышши фестиваль пĕрремĕш хут 2006-мĕш çулхи раштав уйăхенче пухăннă, Петербургра – 2007-мĕш çулхи пушăн 4-мĕшĕнче.

Мĕн тума кирлĕ-ха чĕлхе фестивалĕ?

Чĕлхе фестивалĕн тĕллевĕ – пĕр-пĕрне ăнланаслăха аталантарасси. Эпир тĕнче тĕрлĕлĕхне кăтартса парасшăн. Этемлĕх пилĕк е вунă чĕлхепе кăна мар, пиншер чĕлхепе калаçать. Вĕсен хисепĕ – ви?е пинрен пуçласа ултă пине çитичченех.

Кашни чĕлхиех – хутшăну хатĕрĕ. Кишнинпех усă курса юрату туйăмне пĕлтереççĕ, савăн?не кăтартаççĕ, хурлăхне палăртаççĕ… Чĕлхе тĕрлĕлĕхне тишкересси – вĕçĕ-хĕррисĕр çул çÿрев. Çула тухаканĕ кашни хутăнчех çĕнĕ тĕнче уçлăхне кĕрсе каять.

Чĕлхе тĕрлĕлĕхе çинчен калаçас умĕн мĕнле те пулин никĕс кирлĕ. Çав никĕс – тăван чĕлхе, атте-анне чĕлхи. Ăна пире хамăртан ыйтса тăмасăрах вĕрентнĕ. Пĕрремĕш сăмахсем, мăн асаттесем йĕркеленĕ сăнарсем т. ыт. те – таван чĕлхеех. Таван чĕлхене хаклама пуçласси унăн хакне ăнланнипе çыхăннă. Чĕлхе фестивальне ирттерсе эпир тăван чĕлхене ăнланма-хаклама вĕрентесшĕн те.

Тĕнчене лайăхрах пĕлес тесен ют çĕр-шыв чĕлхипе пĕрлех вырăнти халăх чĕлхине пĕлни те кирлĕ. Ют чĕлхесем пире карьера тума, çул çÿреме, урăх культурăпа паллашма пулăшаççĕ. Вырăнти чĕлхесем вырăнти халăха лайăхрах ăнланма, унăн культурине, шухăш-кăмалне, вăл е ку вăрттанлăхне ăша хывма хистеççĕ. Вырăнти чĕлхене вĕренни сире çав халăх хушшинче хисеплĕрех тăвать.

Хăш-пĕрин пирки тĕп чĕлхе, теприн пирки иккĕмĕшле тесе калама юрамасть. Вĕсем пурте пĕр тан. Чĕлхи анлăрах сарăлни тата ансăртарах сарăлни кăна пулать. Анлă сарăлнипе нумай-нумай çын калаçать, ансăррипе – сахалтарах. Ансăртарах сарăлни те пĕр-пĕр чухне питĕ кирлĕ пулса тухать. Кашни чĕлхе – тĕнче уççи. Вăл е ку чĕлхене йышăнмасăр эпир çак чĕлхепе калаçакан этемлĕхĕн пĕр пайне кÿрентеретпĕр. Эпир хисеплĕх çинче никĕсленнĕ чĕлхе пĕр танлăхĕшĕн тăраăтпăр.

Паллах, тĕрлĕ чĕлхеллĕ тĕнчере пĕр пĕтĕмĕшли те кирлĕ – мĕн пур чĕлхене пĕлсе пĕтерейрес çук. Пĕтĕмĕшле хутшăну хатĕрĕ вырăнне пайăр халăх чĕлхине йышăнни анлăрах пăхсан унăн культурине йышăннинех пĕлтерет. Çав вăхăтрах эпир ют çĕр-шыв чĕлхипе ытлашшипех чаплă калаçаймăпăр. Апла пулсан тĕнче чĕлхи шутне ятарласа шутласа каларнă хатĕре суйласа илмелле мар-и? Кун пекки эсперанто пулма тивĕçлĕ, м. т. ăна юриех çак тĕллевпе йĕркеленĕ. Эсперанто нихăш халăхăн та тăван чĕлхи мар, çавăнпа ăна нимĕнле пайăр культура та витĕм кÿрсе тăмасть. Ку чĕлхене вĕренсе çитесси питĕ ансат, вăл хутшăнура пур çынна та пĕр тан тăвать.